Эй- Ҫӑварни, ҫӑварни! Килсе ҫитрӗ, Ҫӑварни!

Эй- Ҫӑварни, ҫӑварни! Килсе ҫитрӗ, Ҫӑварни!

Кашни ĕç-пулăмĕн хăйӗн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ.

✅Енӗш-Нӑрвашри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6 –мӗш класс ачисем те чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче ҫӑварни уявне хаваслă та тулли кăмăлпа ирттерчӗҫ.🥰
Валентина Петровна Степанова класс ертӳҫи ачасене уяв йӑли-йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ.
✅Ачасем ҫӑварни юрри юрласа ташларӗҫ, сӑвӑсем каласа вӑйӑсем вылярӗҫ.Уявра "Чечеклӗ ҫӑварни" пулчӗ.Тулли кӑмӑлпа ачасене ҫуллӑ икерӗпе, пылак кучченеҫсемпе сӑйларӗ. 🌝
🌷Хӗр ачасем ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхса килни уяв программине татах та капӑрлатрӗ.
Халăх йӑли-йӗркине упрама вӗрентсе пыни, тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарӗ ачасене.
Чӑваш пурнӑҫӗнче пӗрле пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай.
Ҫавӑн йышши тӗрлӗ мероприятисем шкул библиотекинче те тӑтӑшах иртеҫҫӗ.

Фотогалерея