Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Енĕш-Нăрваш шкулĕнчи
ачасем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2023» акцие хутшăнчĕç. Диктант çырма 25 ача кăмăл
турĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ диктанта пĕр йăнăшсăр çырчĕ. 11 ача «4» илме тивĕç
пулчĕ. Диктант çырма кăмăл тунисене тав тăватпăр, малаллахи пурнăçра ăнăçу
сунатпăр.