И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине
асăнса çак кунсенче Мускавра, Тутар Республикинче, пирĕн Республикăра тĕрлĕрен
уявсем, çавра сĕтелсем, мероприятисем анлă ирттереççĕ. Пирĕн шкулта та паян
Аслă Патриархăмăра, Вĕрентекене аса илсе
«Çамрăксем тата Иван Яковлевич Яковлев эткерлĕхĕ» ятпа район шайĕнчи
форум иртрĕ. Форума Тăвай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Владимир Борисович Михайлов, Тăвай муниципаллă
округĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Ломоносов,
округри шкул ертÿçисем, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата
шкул ачисем хутшăнчĕç.
Форума директор ĕçне пурнăçласа пыракан
Степанова Галина Фĕдоровна уçрĕ. Унтан сăмах Тăвай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Владимир Борисович Михайлов илчĕ. Вăл форума
хутшăнакансене паянхи уявпа саламларĕ, И.Я.Яковлевăн пархатарлă ĕçне малалла
тăсма хистерĕ. Тăвай муниципаллă округĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ
Олег Анатольевич Ломоносов Яковлев пуçарăвĕпе уçнă шкулсен пĕлтерĕшĕ çав тери
пысăк пулнине палăртрĕ, вăл уçнă шкулсенчен пултаруллă çамрăксем вĕренсе
тухнине каласа хăварчĕ. Каласа хăварас пулать, Енĕш-Нăрвашри шкул çуртне те
1903 çулта Иван Яковлевич тăрашнипе уçнă.
Форумра вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Сергеева Ольга
Ивановна Халалри сыпăксен пĕлтерешĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çĕр çул ытла иртнĕ
пулсан та Иван Яковлевич чăваш халăхне пиллесе хăварнă Халал кивелмест. Турра, Тăван çĕршыва, çуралнă вырăна,
тăван халăха, тăван чĕлхене, атте-аннене, тăвансене, ĕçе, тĕрĕслĕхпе чăнлăха
юратма хушса хăварнă Аслă Вĕрентекенĕмĕр.
Çавăн пекех форумра Тăрмăш шкулĕнчи пуçламăш класс учителĕ Михайлова Нататалия
Петровна тухса калаçрĕ, Тăвай шкулĕнче вĕренекенĕсем Сергеева К, тата Васильева
Е. хăйсен тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕç. Çак шкулта 9-мĕш класра вĕренекен
Павлова А. Халал сыпăкне пахмасăр вуларĕ, Иванов А. «Эп- чăваш ачи» сăвва
пултаруллă каласа савăнтарчĕ, 4- мĕш класс хĕр ачисем чăваш ташши ташларĕç.
Форум çÿллĕ шайра иртрĕ. Форума хутшăннисене сертификатсем парса
хавхалантарчĕç. Регион шайĕнчи чăваш чĕлхипе олимпиадăна хутшăнса мала тухнă
ачасене преми парса чысларĕç.