Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

       Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси.

     Енĕш-Нăрвашри  вăтам шкулта  вĕренекенсем паян Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. Уява чаваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Степанова Г.Ф. йĕркелесе ертсе пычĕ.. Вăл пухăннисене саламларĕ, хамăрăн пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. Директор çумĕнчи советник Лазарева А.А. паллă чаваш чĕлхеçисемпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чĕлхе çинчен сăвăсем каларĕç, Пĕтĕм тенчери чĕлхесен куне халалланă интеллектуал вăййине хутшăнса ыйтусем çине хуравларĕç.

Фотогалерея