Янра, чăваш чĕлхи

Янра, чăваш чĕлхи

       Шкул планĕпе килĕшÿллĕн   ака уйăхĕн 18-25- мĕшĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак эрне тăршшĕпех кĕçĕн классенче тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç. Пур классенче те И.Я.Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç, пăхмасăр каласа пачĕç, ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕç, 1-2 классем хушшинче «Яковлев калавĕсене кам аванрах пĕлет?» вăйă-урок иртрĕ. Вăйă  ачасем аслă вĕрентекенĕмĕр калавĕсене аван пĕлнине кăтартрĕ.  1-2 класс ачисем чăваш тумтирĕпе, тĕррипе  те паллашрĕç, сăрласа илемлетрĕç. 3,4 классенче вĕренекенсем район шайĕнче иртнĕ чăваш ташши фестиваль-конкурса та хастар хутшăнчĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех ачасем «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие те йышлăн  хутшăнчĕç. 4 класра чăвашла сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ, Гурьева Агния çĕнтерчĕ.

     Вĕрентекенсем те республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнчĕç, чăваш диктантне те çырчĕç. Эрне ăнăçлă иртрĕ. Ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăллă юлчĕç.


                                                                                                                                         Автор: пуçламăш классенче вĕрентекенсем



Фотогалерея