Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çыртăмăр

        Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцие хутшăнса эпир те диктант çыртăмăр. Диктант çырма вун пиллĕкĕн кăмăл турĕç. Учительсем те питĕ хастар хутшăнчĕç. Вун пиллĕкшĕнчен вуннăшĕ диктанта пĕр йăнăшсăр çырса «5» илчĕç. Диктант çырма кăмăл тунисене тав тăватпар, малаллахи пурнăçра ăнăçу сунатпăр.