«Чăваш ташши» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр

«Чăваш ташши» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр

       Ачасене чăваш чĕлхине, юррине, ташшине, йăла-йĕркине юратма, упраса хăварма хăнăхтарас тĕлĕшпе район шайĕнче «Чăваш ташши» фестиваль –конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнма шкултан 4 ушкăн кăмăл турĕ. Фестиваль-конкурс çÿллĕ шайра иртрĕ. Чăваш ташши тыткăна илет, кăмăла çĕклет. Кашни ушкăн хăйне май илĕртÿллĕ, хитре. 4 класс «Чипер пикесем» тата 9 класс «Хĕвел» ташă ушкăнĕсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. 3 класс «Асамат кĕперĕ» тата 6 класс «Чăваш ачисем» ушкăнсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Мала тухнă ташă ушкăнĕсемпе вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.

Фотогалерея