Фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр

       Чăваш чĕлхи кунне халалласа районта  «Янăра, чăваш чĕлхи!» фестиваль- конкурс иртрĕ. Конкурса 6 класра вĕренекен Сергеева М., 8 класра вĕренекен Павлова А., 9- класра вĕренекен Лукина Р. тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Степанова Г.Ф. хутшăнчĕç. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ- чăвашлăха упраса хăварас, чĕлхене сыхласа малалла аталантарасси. Чăннипех те чăн –чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсемпе илемлĕ литература произведенийĕсенчен илнĕ пайсене вуларĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те çав тери хастар хутшăнчĕç конкурса. Фестиваль - конкурса пĕтемлетнĕ хыççăн Степанова Г.Ф., Павлова А. çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç, Сергеева М. тата Лукина Р. призĕрсен шутне кĕчĕç. Ачасене тата вĕсене хавхалантарса пыракан вĕрентекенсене Лазарева А.А. тата Степанова Г.Ф. саламлатпăр, малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Фотогалерея