Елена Фомина сăвăçпа ирттернĕ ăшă тĕл пулу

Елена Фомина сăвăçпа ирттернĕ ăшă тĕл пулу

          Чăваш чĕлхи эрнине халалласа паян Тăвайĕнчи ача-пăча библиотекинче районĕпех паллă сăвăçпа Елена Андреевна Фоминапа тĕл пултăмăр. Нумай пулмасть унăн «Телейсĕр мар эп» кĕнеки пичетленсе тухнă. Çыравçă хăйĕн юлашки çулсенче çырнă сăввисене пухнă ку кĕнекере. Унччен унăн икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн сăввисем чуна хускатаççĕ, шухăша яраççĕ, вулакана тĕлĕнтереççĕ. Унăн пултарулăхĕнчен çав тери тĕлентĕмĕр, сăвă сырнисĕр пуçне тата вăл вырăс поэчĕсен сăввисене те куçарса пичетлет. Тĕл пулăва сăвăçă хăй çырнă «Çырлара» сăввипе вĕçлерĕ.

Вăштăр çил вĕрнĕ майхум чупать çаран çийĕн,

Юрату çеçкисем кăлараç ухмаха!

Эп каймастăп леере, пĕр кайсан епле килĕн.

Ăçта тупăн тата çакăн пек ырлăха?

Фотогалерея