Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

        Ака уйăхĕн 19-25-мĕшĕсенче чăваш чĕлхи эрни ирттерме палăртнă. Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче, чăваш чĕлхи эрнине халалласа тĕрлĕ мероприятии ирттертĕмĕр. 7 класс ачисем М.Юхма çырнă «Шарал» кĕнекипе кĕскен паллашрĕç, И.Я.Яковлев ачалăхĕн хăш-пĕр саманчĕсене аса илчĕç. 9 класра вĕренекенсем историпе мемориаллă халах музейĕнчи Яковлев пÿлĕмне çитсе курчĕç. Унти экспонатсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Эпир пĕлнĕ тăрах, унччен ку çуртра шкул пулнă, ăна И.Я.Яковлев тăрашнипе уçнă. Енĕш-Нăрваш ялне Иван Яковлевич 12 хутчен килнине калаççĕ. 10 класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă презентаципе паллашрĕç.