Чăваш халăхĕн Улăпĕ

Чăваш халăхĕн Улăпĕ

              Кашни вăхăт хăйĕн улăпла паттăрĕсене çуратать. Чăннипех те кирлĕ самантра килеççĕ вĕсем çут тĕнчене. Вĕсем çинчен пирĕн пĕлмелле, асра тытмалла, ăруран ăрăва  куçарса пымалла.  Çавăнпах пулĕ 2022 – мĕш çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ.

         Кам -ха вăл чăваш халăхĕн Улăпĕ? Кам пирки эпир чăваш халăхне çутта кăларакан аслă вĕрентекенĕмĕр теме пултаратпăр? Вăл – Иван Яковлевич Яковлев.    

         Аслă вĕрентекенĕмĕре тата кĕçĕн классен эрнине халаласа   уяв иртрĕ. Чи малтанах Лазарева А.А. ачасене Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ачасем  Яковлев калавĕсемпе   паллашрĕç, викторинăна, ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Вĕренекенсем Яковлев çырнă хăш – пĕр калавĕсене пăхмасăр вĕреннĕ. Чи маттуррисем Иванов Арсений, Софронова Варвара, Данилов Юрий, Данилова Илона, Мижеев Даниил пулчĕç. Малашне те вĕренекенсене тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма чĕнсе калас илет.


                                                                                    Автор: Лазарева А.А., 2 – мĕш класс ертÿçи

  

Фотогалерея