Мухтавлă артисткăпа паллашатпăр

Мухтавлă артисткăпа паллашатпăр

   Кашни хулара, кашни ялта паллă çынсем пур. Вĕсем çинчен пирĕн пĕлмелле, асра тытмалла, ăруран ăрăва  куçарса пымалла.  Çавăнпах пулĕ 2022 – мĕш çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртрĕ.

    Пирĕн   Енĕш – Нăрваш ялĕ вара паллă çынсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать.   Хумма  Çеменĕ, Дмитрий Данилов писательсен, Меркурьев, Сверчковпа Спиридонов художниксен, Степанов композитор, Вера Кузьмина артистка ячĕсене  чăвашра пĕлмен çын çук та пулĕ.

    Вĕренекенсене мухтавлă ентешсемпе паллаштарас тĕллевпе час – часах ялти музейра пулатпăр.  Петров Владимир Васильевич ачасене хаваспах йышăнать, кăсăклă каласа парать. 2 – мĕш класра вĕренекенсем тĕплĕнрех паллă артистка Вера Кузьмина кун – çулĕпе кăсăкланчĕç.

     Чăваш театрĕн чи çутă çăлтăрĕ  Вера Кузьминична Кузьмина артистка  та  пирĕн Енĕш  Нăрваш ял ятне  çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн ятне çĕршывĕпех  çÿле çĕклерĕ, хăйĕн ĕçĕпе, пултарулăхĕпе пин – пин куракана кулянтарма, савăнтарма, шухăша яма  пултарчĕ.  Хăйĕн пурнăçĕнчи 70 çула яхăн  вăл Чăваш академи драма театрĕпе  çыхăнтарнă.

   Театрсăр пуçне Вера Кузьмина 300 ытла кинофильма чăвашла куçарнă ĕçĕ хутшăннă, радиора та нумай çул хушши тăрăшнă, кинора та ÿкерĕннĕ.

   Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Вера Кузьминан  хисеплĕ ятсем нумай. Вăл Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тата СССР халăх   артистки. Ăна Чăваш Республикин Хисеп Грамотипе,  Иванов ячĕллĕ Патшалăх  тата  Мускавра «Ылтăн маска» премипе, «Халăхсен туслăхĕ» тата « Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсемшĕн» орденĕсемпе чысланă. Унăн ятне Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Вера Кузьмина çинчен чăваш телевиденийĕ «Чувашская ласточка» кино та ÿкернĕ.

   Ялти музейра   Вера Кузьминана халаласа уйрăм пÿлĕм те пур. Кунта мухтавлă артистка пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма пулать.

   Шел пулин те, Вера Кузьминична пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ку чăваш халăхĕшĕн тата театршăн  пысăк çухату. Анчах  мухтавлă артистка ятне чăвашсем яланах асра тытĕç.