«Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» конкурс иртрě

Нарăс уйăхĕн 21-28-мĕшĕнче чĕлхе предмечĕсен эрни тесе палăртнă. Çак эрнене халалласа шкулта тĕрлĕ мероприяти иртет. Ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухăшлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстерес, тавра курăмне аталантарас тĕллевпе 7 класра «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» конкурс иртрĕ. Икĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç ачасем. Ваттисен сăмхĕсем, тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç, паллă ентешсен ячĕсене аса илчĕç. Павлова М., Ярмулин С., Данилова Ж. ăмăртура чи маттуррисем пулни паллă пулчĕ.