Тăван чĕлхе кунне халалланă уяв

Тăван чĕлхе кунне халалланă уяв

         Паян, нарăсăн 21 - мĕшĕ-петĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна халалласа Енĕш-Нăрваш шкулĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Уява 1-9 класс ачисем хутшăнчĕç. Уява 7-мĕш класс ачисем тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвă йĕркисемпе уçрĕç. Унтан 2-мĕш класра вĕренекен Леньков К. илемлĕ сăвă вуласа савăнтарчĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташши ташларĕç. Сăвă, юмах, юрă янăрарĕ уявра.

Чăваш уявĕ - чун илемĕ,
Чĕремĕрте - хĕвел ăшши,
Мĕне тăрать юрри-ташши!
Хăйне кура - телей çĕклемĕ

Фотогалерея