«Хусанкай вулавĕсем -2022» фестивалĕн призерĕ

«Хусанкай вулавĕсем -2022» фестивалĕн призерĕ

   Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 – мĕш çулхи кăрлачăн 12-24 – мĕшĕнче Петĕр Хусанкай 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем -2022» фестивалĕ иртрĕ.

    Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикинчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăннă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкай сăввисене чăвашла, вырăсла тата тутарла вуласа видеороликсем хатĕрлесе кăтартнă.

   Çак фестивале Енĕш  Нăрвашри  6 – мĕш класра вĕренекен Сергеева Милена та Петĕр Хусанкай çырнă «Эп – чăваш ачи» сăвва вуласа хутшăнчĕ, призер ятне илме тивĕç пулчĕ. Вĕренекене çак фестивале кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Лазарева Антонина Александровна хатĕрленĕ.

    Фестиваль призерне çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те ăнăçусем тума сĕнетпĕр.

   

                                                         Автор: Лазарева А.А., кĕçĕн классен вĕрентекенĕ