Музея парне

     Енĕш-Нăрваш ялĕнче шкул ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 150 çул çитрĕ.   Уява хатĕрленсе, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансанах, шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем иртрĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем ытларах ÿкерчĕксем, ал  ĕçĕсем тăвас енĕпе хастар пулчĕç. Медведев Миша (4-мĕш класра вĕренет)  малтан шкул  пулнă  музей çуртне йывăç хăми çинче ÿкерсе, çунтарса  чаплă ĕç хатĕрленĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест»,- теççĕ халăхра. Унăн ашшĕ Медведев Николай Васильевич йывăçран касса тĕрлĕ япаласем ăсталама ухата, ывăлне те çак ĕçе хăнăхтарать.

   «Чăн-чăн патриот ÿсет», - терĕ ялти музей заведующийĕ В. В. Петров Миша пирки.  Вăл хăйĕн ĕçне музея парнелерĕ.

   Мĕн пĕрремĕш класран пуçласах,  Миша йывăçпа ĕçлесе район, республика шайĕнче иртекен конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăннă, чаплă парнесене тивĕç пулнă.