«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн призёрĕсем

   «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленчĕ.  Çак конкурса район шайĕнче çĕнтернĕ 5-6 классенче вĕренекен 34 ача хутшăннă. Вĕренекенсем «Тăван чĕлхе –пуянлăх», «Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр», «Туслăх ĕçре палăрать», «Мĕн вăл илемлĕх?» темăсемпе калаçнă видеоматериалсем ярса панă.  Жюри видеокалаçусене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕ. 5- мĕш класра вĕренекен Васильева Александра тата 6- мĕш класс вĕренекенĕ Сергеева Милена çак конкурсра призёрсен  ятне илме тивĕç пулчĕç. Эпир пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ачасене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Вĕренекенсене çак конкурса пуçламăш класра вĕрентекен Моисеева Галина Ивановна тата Лазарева Антонина Александровна хатĕрленĕ.