Музей эрни пуçланчĕ

Тăван шкулăмăр çак кунсенче 150 çул тултарать. Çак сумлă юбилее халалласа терлĕрен мероприятии туса ирттерме палăртнă. Ку эрне –«Музей эрни». Енĕш –Нарваш шкулĕн историйĕ пуян та кăсăклă. 150 çул каялла çак пысăк ялта хутла пăлекен пĕр çын кăна- пуп çеç пулнă. 1971 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче чăвашла лайăх пĕлекен хресчен Иван Торопов вырăнти хресчен Упа Михали хура пÿртĕнче ачасене вĕрентме тытăннă.

Енĕш-Нăрваш вăтам шкул чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев тăрăшнипе вăй илнĕ. 11 хутчен пынă вăл пирĕн шкула. И.Я.Яковлев тăрашнипех шкулăн çĕнĕ çуртне туса хунă. Халĕ ĕнтĕ унта халăх музейĕ вырнаçнă.

           Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче шкул историйĕпе паллашма 9 класра вĕренекенсем музее çитсе курчĕç. Музей директорĕ Петров В.В. ачасене кĕскен шкул исторйĕпе паллаштарчĕ. Шкулта тĕрлĕ вăхăтра вĕрентнĕ учительсем çинче те чарăнса тăчĕ. Калаçăва Яковлев пÿлĕмĕнче вĕçлерĕмĕр. Кунта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче туса хатĕрленĕ сĕтел –пукан упранать. Калаçу ачасен кăмăлне кайрĕ. Вĕсем хăйсем те шкул историне кĕрсе юлма сăмах татрĕç.