«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2021» акцие хутшăнтăмăр

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2021» акци иртет. Çак акцие Енĕш-Нăрваш шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 15 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ аслă ăрури çынсем. Ĕçсене тĕрĕсленĕ хыççăн ачасем чăваш чĕлхин грамматикине аван пĕлни палăрчĕ. Çыракансенчен вуннăшĕ «5» паллă илме тиврĕç.