Чăваш чĕлхи эрнине вĕçленĕ май

     Аслă вĕрентекенĕмĕре тата чăваш чĕлхи эрнине халаласа  кĕçĕн классем хушшинче  тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Чи малтанах вĕрентекенсем ачасене Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Ачасем  Яковлев калавĕсемпе   паллашрĕç, вĕсене пăхмасăр калама та вĕренчĕç. Яковлев калавĕсем тăрăх ирттернĕ ÿкерчĕксен конкурсне те вĕренекенсем  хаваспах хутшăнчĕç. Республика шайĕнче ирттернĕ уяв концерчĕ те кĕçĕннисене çав тери килĕшрĕ. Асăнмалăх артистсемпе пĕрле сăн ÿкерчĕк те ÿкерĕнчĕç.

    1-4 класра вĕренекенсем республикăра ирттерекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп», «Юрататăп чăваш чĕлхине» акцисене та хутшăнчĕç. Иванов Арсений, Владимирова Ульяна, Гурьева Агния, Васильева Александра чи маттуррисем пулчĕç.  Малашне те вĕренекенсене тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма чĕнсе калас илет.