Эпир-Яковлев мăнукĕсем

      Чăваш çырулăхне пуçараканĕ тата çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич  Яковлев çуралнăранпа ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче 173 çул, чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул тата «Чăваш  халăхне» халаласа çырнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак кун тата çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхи кунĕ шутланать. Çавна май 1 –мĕш класра уçă урок иртрĕ. Урок тĕллевĕ: ĕмĕрсем хушшинче аталанса пынă чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарасси.

    Чи малтанах  вĕрентекен ачасемпе калаçу ирттерчĕ, «И.Я.Яковлев – чăваш çырулăхне пуçараканĕ» презентаци тăрăх аслă вĕрентекенĕмĕр   кун – çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

 1 – мĕш класс ачисем Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне йĕркелени тата чăваш ачисем валли букварь çырни çинчен пĕлчĕç. Чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулнă май, вăл чăваш тата ытти халăх шкулĕсене уçма пулăшнă. Пĕтĕмпе Яковлев 400 шкула яхăн уçнă. Енĕш Нăрваш ялĕнче шкула та аслă вĕрентекен тăрăшнипех тунă.  Яковлев яла 9 хут килсе кайнă. Халĕ çак çуртра республикипех паллă музей вырнаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ кăçал  республика шайĕнчи уява   пирĕн ялта ирттреме килĕшнĕ.

   Вĕрентекен ачасене  чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев çырнă халалсемпе те паллаштарчĕ. Иван Яковлевич хăйĕн халалĕнче çапла  çырса хăварнă: «Туссем, тăванăмсем, ытарайми чăваш çыннисем! Мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕпех чунăмпа, чĕремпе çунса пурăнтăм сирĕншĕн. Ан манăр, астуса тăрар çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлĕ сирĕн алăра пулĕ!» Вĕрентекен ачасене  Яковлев халалĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ, чăваш чĕлхине юратса вĕренмелли çинчен аса илтерчĕ.

   Чăваш чĕлхи кунне халаланă урокра ачасем уйрăмшарăн сăвăсем, Яковлев калавĕсене каларĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç. Чи маттуррисем Иванов Арсений, Софронова Варвара, Данилов Юра, Данилова Илона пулчĕç.