Уяв концерчĕ

Чăваш чĕлхи кунне, чăваш çырулăхĕ 150 çитнине халалласа Енĕш Нăрваш ялĕнче тĕлĕнмелле чаплă уяв иртрĕ. Уява Шупашкартан сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Хамăр ентеш, Чăваш филармони директорĕ Николай Нилович Казаков уява «Çеçпĕл», «Çавал», «Нота G» ушкăнĕсене илсе килсе ял халăхне чаплă концертпа савăнтарчĕ. Пирĕн шкул ачисем те концерт курса киленчĕç.