Чăваш çырулăхĕн кун-çулĕ

       Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паян 5-класс ачисем шкул библиотекинче йĕркеленĕ «Анлăн янра, чăваш чĕлхи!» выставкăпа паллашрĕç. Надежда Егоровна ачасене чăваш çырулăхĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан ачасем «И.Я.Яковлев-чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Сергеева М., Медведева Е., Владимиров П. И.Я.Яковлевă пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай пĕлни паларчĕ. Маттур!