Сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

     Ака уйăхĕн 19-25-мĕшĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни ирттерме палăртнă. Çак эрнене çĕнĕ çырулăх тунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Паян, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, сăвă вулакансен конкурсне ирттертĕмĕр. Конкурса 1-8 класс ачисем хутшăнма кăмăл турĕç. Ачасем чăваш чĕлхи çинчен, Тăван çĕршыв, атте-анне çинчен сăвăсем вуларĕç. Жюри членĕсем чи маттуррисене палăртрĕç. 1-4 классем хушшинче Гурьева А. тата Васильева А. чи пултаруллисем пулчĕç. 5-6 классем хушшинче Сергеева М. çитекенни пулмарĕ. 7-8 классем хушшинче Антонина Тямина çырнă «Савăнатăп» сăввине çав тери пултаруллă вуласа Павлова А. çĕнтерчĕ. Конкурс çÿллĕ шайра иртрĕ. Конкрса хутшăннă ачасене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.