Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ (Степанова Г.Ф.)

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ

«Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе»

 

Уяв тĕллевĕ:  ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшасси.

 

       Уява хутшӑнакансем:  5-8 класри  ачасем.

       Зала чăваш тĕррипе, плакатсемпе, чечексемпе илемлетнĕ.

      Ачасем чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ. Уяв умĕн  залра хавас кӗвӗ янăрать.  

 

               Уяв юхӑмӗ

 

 1. Ырӑ кун пултăр сире  ачасем, хисеплӗ учительсем тата  курма килнӗ хӑнасем!

              Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ.Ҫак  уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 29 ҫул ҫитрӗ. Ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр.И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, уншăн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ.

2. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем çаксем: ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени (1871), пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени. «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырнă И.Яковлев  «Чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче». Кăçал çак Халала çырнăранпа 100 çул çитет.

 

Иван Яковлев чун Халалне

Пехилленĕ тăван  халăхне.

Шăрçаланă чунри шухăшне,

Панă пил вăл чăваш çыннине.

 

Турăран хăрама вăл хушать,

Ĕненÿ-мĕн чуна тасатаь.

Инкекпе синкекрен, хуйхăран

Сыхланма вăй-хăват та парать.

 

Вырăспа хушнă туслă пулма,

Вырăса итлеме, юратма.

Хушнă çав халăха вăл шанма,

Килĕшсе, савăнса пурăнма.

 

Вĕренме, çутталла туртăнма,

Пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма.

Тăван халăхшăн хушнă пулма,

Ун пуласлăхĕшĕн тăрашма.

 

Харпăр хăй çемйине упрама,

Лайăх мар йĕркерен пăрăнма,

Çемьере килĕшсе пурăнма,

Ачасен телейне туптама.

 

Килĕшсе ĕçлеме вăл хушать,

Çиленсен каçарма та ыйтать.

Ултавпа суяран хăтăлма

Вăл хушать чĕлхене упрама.

 

Иван Яковлевич Халалне

Тăван халăх манмасть ĕмĕрне.

Вăл хушса, вĕрентсе калани-

Кулленхи пурнăçра чи кирли.

 

2.Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать

 

5 класс ачисем  сцена  ҫинче (черетленсе калаççĕ):

  1 ача:  Камсем эпир, мĕнле çынсем эпир?

 2 ача:  Мĕнле анне савса пире çуратнă?

  3 ача:  Мĕнле атте ура çине тăратнă?

  4 ача:  Мĕнле   çĕр парнеленĕ  хăйĕн çăкăрне?

 Пурте: Чăвашсемех эпир,

Ырă çынсем эпир!

 

  5 ача:  Чăваш анне   пире савса çуратнă.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çěрě  парнеленě хăйěн  çăкăрне.

 

6 ача: Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

            Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.    (П.Хусанкай.)

 

1.Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаçнă. Чăваш чĕлхине вĕсем пире пехиллесе хăварнă.Чăваш чĕлхи- пирĕн тăван чĕлхе.  Вăл  пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç.  Чăваш чĕлхи  чăваш юрри пекех  янăравлă, кĕвĕллĕ. 

Тăван чĕлхеçĕм, пурăн ĕмĕр!

 

1.Мĕнле кăна чĕлхе çук тĕнчере?

Тăван чĕлхе пит хаклă та хитре!

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе пĕрре,

Вăл çутă çăлтăр анлă тÿпере.

 

2.Пур чĕлхесем анлă сарăлнисем,

Пур теприсем-пĕтме пуçланисем.

Туссем, упрасчĕ хамăр чĕлхене,

Нихçан та парас марччĕ-çке пĕтме.

3.Çак чĕлхепе калаçнă Хусанкай,

Юратнă хăйĕн чĕлхине Ухсай,

Ивановпа Çеçпĕл Мишши, Митта,

Элкер, Илпек, Шелепипе Алка.

 

4.Тăван чĕлхеçĕм, пурăн, хăватлан!

Пире эс пурăнма вăй- хал паран.

Сана савса çыратпăр сăвăсем,

Шăрантаратпăр чаплă юрăсем.

 

Чăвашла юрă 2-мĕш классем юрлаççĕ

 

2.Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл

 

Чĕлхе пулсан ман халăх пурăнать Степанова Г.Ф. вулать

1.Чĕлхе пулсан ман халах пурăнать,

Чĕлхе пĕтсен вăл тăлăха юлать.

Асаттесем пилленĕ чĕлхене

Упрасчĕ, манас марччĕ ĕмĕрне.

2.Аса илер-ха иртнĕ кунсене,

Чăваш чĕлхин асаплă кун ҫулне.

Вутра ҫуннă пулсан та кĕл пулман,

Нимле йывăрлăха та парăнман.

3.Ĕмĕр хушши туптаннă чĕлхене

Ман халăхăм кăларчĕ ирĕке.

Чăн чăвашла пĕрремĕш букварьне

Тыттарчĕ Яковлев хăй халăхне.

4.Чăваш чĕлхи пур чĕлхепе пĕр тан

Хавассăн шăранать пур кăмăлтан.

Янратăр ман чĕлхемĕр ырлăхра,

Чĕлхе пĕтсен юлатпăр тăлăха.

 

«Чăваш ташши» 5 класс ачисем ташлаççĕ

 

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхеçĕм манăн  Саша Васильева  вулать

Чăваш чĕлхи-асаттесен пехилĕ,

Чăваш чĕлхи-атте-анне чĕлхи,

Чăваш чĕлхи-тăван халăхăн мулĕ,

Ман халăхăн ытарайми тупри.

Чăваш чĕлхи-хăватлă та, ачаш та

Вутра та вăл çунман, шывра путман.

Ĕмĕр хушши йывăрлăхра пулсан та

Пĕлтерĕшне пачах та çухатман.

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхеçĕм манăн

Ăçта кăна янăрамастăн эс?

Пурнаççĕ чăвашсем таçта-таçта та

Тăванлашса пĕр çемьери пекех.

 

1.      Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи.  Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ. И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытса пурǎнас. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě.

 

Чăвашла юрă «Илемлĕ, илемлĕ…»

Чăваш ташши 8 класс ачисем ташлаççĕ

2.Паянхи кун пирĕн ик хут уяв. Чăваш чĕлхи кунĕпе тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнă ятпа саламлатпăр. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаçнă, пире пехиллесе хăварнă. «Ҫын лаши тем пек илемлĕ те чаплă пулсан та ун çине ларса ку манăн лаша тесе утланса мухтанаймăн. Ҫавăн пекех, ытти чĕлхесем тем пек чаплă пулсан та пирĕншĕн ют. Нихăш чăвашăн та çакна манса каяс марччĕ – эпир пуян чĕлхеллĕ халăх. Хамăр чĕлхемĕре ан манар, ăна ан çухатар

1.Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Тӑван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывӑ пул!

Эпир çĕрте çĕрсен те – эсĕ юл

Анне чĕлхи, эс тӑванран тӑван,

                                                                                                  Санран çывӑххи кам пур-ши ман