«Чăваш ташши» конкурс-фестиваль призерĕсем

      Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче районти ÿнер шкулĕнче «Чăваш ташши» конкурс-фестиваль иртрĕ. Конкурса çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, ачасен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ирттернĕ. Асăннă конкурса 8-мĕш класра вĕренекенсен «Хĕвел» ташă ушкăнĕ хутшăнса призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.