Республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс призёрĕ

     Çулсеренех шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелет. Район чысне хÿтĕлеме «Сăмах илемĕ» номинацире  çĕнтерÿçĕ пулнă  4 класра вĕренекен Васильева Александра хутшăнчĕ. Вăл республикăра призёрсен шутне кĕме пултарчĕ. Маттур, Саша. Малашне те ăнăçусем, хастарлăх  сунатпăр.