Литература тĕпелĕ

   4 класра вĕренекенсем  пуçламăш классен эрнинче литература тĕпелне пуçтарăнчĕс. Вĕсем Левтина Марьен (Нестерова Алевтина Никитична) — чӑваш сӑвӑҫин, драматургăн, публицистăн пултарулăхĕпе паллашрĕç.

    Унӑн сӑввисемпе пьесисем республикӑри хаҫатсемпе журналсенче пичетленеҫҫӗ.

2017 çулта Левтина Марье çырнă «Çыран чĕкеçĕ» пьеса-юмахсен кĕнеки тухрĕ. Ачасем  «Чечеклĕ Кăмпа» юмаха пăхрĕç, «Андриян пек ман пуласчĕ» кĕнекери сăвăсемпе паллашрĕç. Ку хайлавсем  çутçанталăкри пулăмсене, чĕрчунсене сăнама вĕрентеççĕ, инкеке лекнисене пулăшма хистеççĕ. Çавăн пекех туслă пулма вĕрентекен, ĕçчен те маттур, тăрăшуллă ачасене хавхалантаракан, çывăх çынсене хаклама чĕнекен тата наянсене питлекен сăвăсемпе паллашрĕç, пăхмасăр каларĕç. Паллашу хаваслă та усăллă иртрĕ.