ĂШĂ ТĔЛ ПУЛУ

Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç.

Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Шкулпа паллашнă хыççăн чăваш чĕлхи кабинетĕнче пиллекĕмĕш тата çиччĕмĕш класра вĕренекенсемпе семинар иртрĕ. Пĕлĕве ӳстермелли семинара Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалларĕç.

1941 çулхи юпапа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче Енĕш Нăрвашран окоп-траншея чавма кунсерен 100-120 çын ытла хутшăннă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн Г.Ф. Степановăн ĕç паттăрĕсем çинчен каласа памалли темĕн чухлех пулчĕ. Вăл тата историпе асăну халăх музей ертӳçи В.В. Петров тăрăшнипе хӳтĕлев чиккисене чавнă ял çыннисен списокне тунă. Шкултаĕç паттăрĕсем пирки паха аса илӳсем пухма тытăннă, пархатарлă ĕçе ачасене те явăçтарма пуçланă. Аса илӳсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарса çитерсен музейра ятарласа кĕтес уçма палăртнă.

Ачасемпе калаçма Г.Л. Никифоров хутшăнчĕ. Вăл Хусан хӳтĕлев чиккинче окоп чавнă амăшĕн аса илĕвĕпе çыхăнтарса Чăваш Ен историйĕнче паллă йĕр хăварнă пулăм çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. 1941çулхи кĕркунне нимĕç фашисчĕсем Мускав патне çитсе тухсассăн Патшалăх Оборона комитечĕ хушăвĕпе Сăрпа Хусан хӳтĕлев линийĕсене тума пуçланă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, 15-17 çулхи çамрăксем, ватă арçынсем хура кĕркуннепе шартлама сивĕре кĕреçе-лумпа, пуртă-кирккапа шăннă çĕре чавса окоп, блиндаж, танксене чармалли тарăн траншейăсем тунă. Самани йывăр пулнă, чăтнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене хатĕрлесе çитернĕ.

Малалла сăмах Ю.Е. Анисимова илчĕ. Вăл асламăшĕ аса илĕвне çапларах каласа пачĕ:«Асламăшĕ 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай патĕнче Сăр хӳтĕлев чиккинче окоп чавнă. Ял халăхĕпе пĕрле талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр ĕçленĕ. Çĕр каçмалли пӳртре питех ăшă пулман, вуттине хĕрхенсе хутнă. Тăлла, çăпатана типĕтме май пулман...Йĕпе те нÿрĕ тăлана çывăрнă чухне хăйсен айне хурса типĕткеленĕ... Этем çав вăхăтри нушанамĕнле чăтнине ăнлантарма майĕ çук».

Пиллĕкĕмĕш класс ачисем окоп чавнă паттăр ентешсене халалласа сăвăсем каларĕç. Сăвă калакансем тылри хĕрарăмсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕненмелле уçса пачĕç. Чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕпе паллаштарни Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне тата лайăхрах пĕлме май пачĕ. Ачасем тăван ялшăн, Енĕш Нăрвашшăн, мăнаçланни куç кĕретех курăнчĕ.

Енĕш Нăрваш шкулĕнче чылай пултаруллă ача вĕренет. Вĕсен йышĕнчисенчен пĕри вăл–11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Лазарева. Вăл Чăваш наци конгресĕ 2020 çулта йĕркелесе ирттернĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурссĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă пулнă. Ăна вара çав пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтернĕшĕн конгресс ĕçтешĕсем медальпе диплом, парнесем татаун вĕрентекенне, Г.Ф. Степановăна, Хисеп грамоти парса чысларĕç.

 

Фоторепортаж