Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне яувланă май

Тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн историйĕпе паллаштарас, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарас,  тĕрлĕ халăх культурине, чĕлхине хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Чи хитре чĕлхе» ятлă уяв ирттертĕмĕр. Уявра ачасем сăвăсем вуларĕç, шÿтлĕ сценкăсем кăтартса пачĕç, тăван чĕлхе-чăваш чĕлхине халалланă хайлавсене аса илчĕç.

«Тăван чĕлхене  упрасси – пирĕн тивĕç. Епле хитре вăл! Тăванран тăван. Çак чĕлхепе янăракан сăвва-юрра начар теме епле хăяр? Калаçар унпа, упраса хăварар, ачасене, мăнуксене парнелер анне чĕлхине…Чи хитре чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр!»-тесе пĕтĕмлетрĕ уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен СтепановаГ.Ф.