«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш -2020: инсценировка» видеоконкурс итогĕсем

     «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш -2020: инсценировка» видеоконкурс итогĕсем паллă пулчĕç. Кăçăлхи çул çак конкурса пĕтĕмлетесси тăсăлса кайрĕ. Нумаях пулмасть «Шкулта» интернет  журналта конкурс итогĕсем паллă пулчĕç. Пĕтĕмпе кăçăл 100 ĕçе яхăн пулнă, 27 ĕçĕ хакланă. Енĕш – Нăрвашри вăтам шкулта  вĕренекенсем  Лидия Сарине çырнă «Маттур сысна çури» инсценировкăпа 2 – мĕш вырăн йышăнчĕç. «Чи лайăх актриса» номинацире сысна çури рольне выляса кăтартса Сергеева Милена та 2 – мĕш вырăна тухрĕ. Ачасене çак конкурса класс ертÿçи Лазарева Антонина Александровна хатĕрленĕ.  

     Конкурсра çĕнтернĕ ачасене вĕренÿре тата сцена çинче малашне те ăнăçусем сунас килет.