Интернет олимпиадăна хутшăнса

      Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе ирттернĕ «Чĕлхе пĕлĕвĕ тата тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулчĕ. Асăннă олимпиадăна çулсеренех пирĕн шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та 5-6 класра вĕренекенсем маттур пулчĕç. Пурĕ 8 ача хутшăнма камăл турĕ. Вĕсенчен Сергеева М. (5 кл.), Алексеева О. (6 кл.), Федорова К. (6 кл.) призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Степанова Г.Ф. хатĕрленĕ. Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.