Çĕнĕ кĕнекесем çитрĕç

Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. 9 класра вĕренекенсем валли Федераци патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» тата «Тăван литература» вĕренÿ кĕнекисем пичетленсе тухрĕç, пирĕн шкула та çитрĕç. Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем тăххăрмĕшсене тарăн пĕлÿ пама усăллă пуласса шанатпăр.