Конкурс призерне саламлатпăр

     Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче районта кĕретсĕр майпа  «Упрар тăван чĕлхемĕре» ораторсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсантăн хăйне килĕшекен тема суйласа илсе сăмах вĕççĕн хăйĕн шухашне каласа памалла. Палăртнă конкурса пирĕн шкултан Павлова А. «Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?» темăпа  хутшанса 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Эпир Настьăна саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Призера чăваш чĕлхипе литература учителĕ Степанова Г.Ф. хатĕрленĕ.