Конкурс çĕнтерÿçине саламлатпăр

       Чăваш автономийĕ 100 çул тултарине халалласа районта «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. 8 –мĕш класра вĕренекен Лукина Р. çак конкурса хутшăнса (8-9 классем хушшинче) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Регина пултаруллă хĕр ача. Вăл районта иртекен конкурссенче тăтăшах хутшăнса малти вырăнсем йышăнать. Иртнĕ вĕрнÿ çулĕнче вăл республика шайĕнче ирттернĕ «Ради жизни на Земле», «Литературная карта Чувашши» конкурссенче те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Эпир ăна саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.