Субботника хутшăнса

      Паян эпир, 8- мĕш класс ачисем, пĕтĕм Раççейри экологи субботникне хутшăнтăмăр. Уроксем хыççăн ĕç хатĕрĕсем илсе ял çывăхĕнчи пĕве хĕррине çул тытрăмăр. Пĕвере пул тытма та, унта шыва кĕме те таçтан та килсе çÿреççĕ. Анчах нумай чухне çынсем хăйсем хыççăн çÿп-çап хăвараççĕ. Пĕве тавра тасатасси пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Тавралăха сыхласси, унăн тасалăхĕшĕн тăрăшасси кашни çын тивĕçĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Ĕçленĕ хыççăн уçă сывлăшра кантăмăр, вăйăсем вылярăмăр, киле тулли кăмăлпа салантăмăр.