Яланах янра, чăваш чĕлхи!

    Чăваш çырулăхне пуçараканĕ тата çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич  Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ, çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхи кунĕ шутланать. Çак уява халаласа 4 – мĕш класра класс сехечĕ иртрĕ.

    Чи малтанах  вĕрентекен ачасемне «И.Я.Яковлев – чăваш çырулăхне пуçараканĕ» презентаци тăрăх аслă Вĕрентекенĕмĕр   кун – çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

     Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла  çырса хăварнă: «Туссем, тăванăмсем, ытарайми чăваш çыннисем! Мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕпех чунăмпа, чĕремпе çунса пурăнтăм сирĕншĕн. Ан манăр, астуса тăрар çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлĕ сирĕн алăра пулĕ!» Вĕрентекен ачасене  Яковлев халалĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ, чăваш чĕлхине юратса вĕренмелли çинчен аса илтерчĕ.

   Чăваш чĕлхи кунне халаланă урокра ачасем уйрăмшарăн видео ÿкерсе сăвăсем вуларĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чи маттуррисем Сергеева Милена, Медведева Елена, Семенова Виолетта пулчĕç.

    Сергеева Милена çавăн пекех чăваш чĕлхи кунне халаласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттерекен «Эп чăвашла калаçатăп» акцине хутшăнса П. Хусанкай çырнă «Эп – чăваш ачи» сăвва илемлĕн вуласа пачĕ.