Чăваш чĕлхи кунне уявланă май

Чăваш  чĕлхи кунне уявланă май тата Чăваш автономии облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа паян 5-мĕш  класра «Чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» викторина иртрĕ.  Викторина ыйтăвĕсем çине чи малтан тата чи тĕрĕс  хуравсем  Данилова Ж. тупса пама пултарчĕ. Унтан Васильева В. тата Александрова А. пулчĕç.

9-мĕш класс ачисем «Чăваш Республикине пĕлетĕн-и?» викторинăра тупăшрĕç. Çак викторинăн тĕп тĕллевĕ- Чăваш çĕр-шывĕн историпе культурин аталанăвĕпе паллаштарасси. Викторинăра 25 ыйту пулчĕ. Çак ыйтусем çине тĕрĕс хуравласа малти вырăна Лукина С. тухма пултарчĕ. Иванова Н., Софронова В. тата Васильева К. ячĕсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем те аван хуравсем пачĕç.

Ака уйахĕн 25-мĕшĕнче тăван халăхăмăра çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Çак уявпа пурне те саламлатăп, ăнăçу сунатăп.