Оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхне хутшăнса

        Оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхĕнче Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, кĕçĕн класра вĕренекенсем те  вĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çак уйăхлăх вăхăтĕнче 1-4 класра вĕренекенсем Тăвайри пушар чаçĕнче пулчĕç. Пушар сÿнтерекенсем ачасене ăшшăн йышăнчĕç, çĕнĕ техникăпа паллаштарчĕç, хăйсен çăмăл мар ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕç, вĕренекенсене пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнмалли çинчен асăрхаттарса хăварчĕç.

         Тăвайĕнчи краеведени музĕйĕнче пулни те ачасен асăнче нумайлăха  юлĕ. Музей директорĕ Федоров В.В. вĕренекенсене музейри экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Уйрăмах ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин геройĕсем  çинчен каласа пани килĕшрĕ. Пирĕн ентешсем те нимĕçсене хирĕç хăюллăн çапăçнă,  паттăрсен ятне илме тивĕç пулнă. Çак паттăрсем хушшинче Николай Афанасьев та пулни çинчен ача – пăча библиотекарĕ Уськина Н.П. каласа кăтартрĕ, презентаципе тата выставкăпа  паллаштарчĕ.

         1-4 класра вĕренекенсем ялти историкăпа – мемориал музейĕнче те пулчĕç. Петров В.В. кĕçĕннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем çинчен, ялти вăрçă паттăрĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Сăмах май каласан,  Владимир Васильевич хăй те çар тивĕçĕсене Германире пурнăçланă. Воин – ветеран медалĕсем ачасене питĕ кăсăклантарчĕç. Владимир Васильевич вĕренекенсене хăйĕн çар çулĕсем çинчен, спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă пулнипе çарта пысăк çитĕнÿсем тума пултарни çинчен каласа пачĕ, вĕсене те мĕн пĕчĕкрен сывлăха çирĕплетмелли çинчен асăнчĕ.

          Уйăхлăх вăхăтĕнче пуçламăш класра вĕренекенсем çавăн пекех йĕлтĕрпе ăмăртса чупрĕç,  «Хаваслă стартсем», «Хĕллехи халăх вăййисем» ăмăртусене те хаваспах хутшăнчĕç, пионерболла та вылярĕç.

         Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене шкул дирекцийĕ дипломсемпе хавхалантарчĕ.