Интернет олимпиада призерне саламлатпăр

Ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш- кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕҫне явăҫтарас тĕллевпе юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕрентӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе регионсен интернет олимпиадине ирттернĕ. Асăннă интернет олимпиăдана пирĕн шкултан та ачасем хастар хутшанчĕҫ. 7-мĕш класра вĕренекен Павлова М. призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Эпир Машăна саламлатпăр, малалла та ҫитĕнӳсем сунатпăр. Призера Степанова Г.Ф. хатĕрленĕ.