«Хавхалану» фестиваль конкурсăн призерне саламлатпăр

Шкул ачисене тата педагогсене Раҫҫей Федерацийĕн сумлă академикĕ Геннадий Никандрович Волковăн ĕҫĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă ҫыннисем ҫинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕ Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕпе пĕрле «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттернĕ. Ҫак фестивале чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенĕ Степанова Г.Ф. хутшăнса «Проза тата поэзии» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Эпир ана саламлатпăр, ҫитĕнӳсем сунатпăр.