Çыннăн хисепĕ – унăн ырă ĕçĕ!

   

    4- мĕш класра вĕренекенсем  юпа уйăхĕн 14 – мĕшĕнче   ялти  историпе асăну музейĕнче пулчĕç. Музей директорĕ Петров В.В. ачасене    чǎвашсене çутта кǎлараканǎн сумлǎ та чаплǎ педагогǎн Иван Яковлевич Яковлевǎн хисеплĕ ĕçĕсем пирки тĕплĕн  каласа кăтартрĕ.

     Тăван халăха çутта кăларас ыйту Яковлева канăç паман. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Иван Яковлевич Атăлпа Урал тăрăхĕнче пĕтĕмпе 400 шкула яхăн уçнă. Пирĕн шкулăн историйĕ те Яковлев ячĕпе çав тери тачă çыхăннă.  Ялта шкул пулман. Ачасене чи малтан Упа Павăлĕ килĕнче, кайран чиркÿ çумĕнчи шкулта вĕрентнĕ.  Юнашарах пысăк ялсем вырнаçнине шута илсе,   Иван Яковлевич Яковлев   1879 çулхи  октябрĕн 12 – мĕшĕнче пирĕн яла çитет,  ял çыннисен  пухăвĕнче шкул тума çĕр уйăрса пама ыйту тăратать.  Ял  халăхĕ шкул валли çĕр уйăрса пама хирĕç пулмасть. Çав тапхăртан Иван Яковлевич Енĕш Нăрвашпа Тăвай ялĕнче шкул тăвас шутпа çине тăрса ĕçленĕ. 1896 çулта икĕ шкула та  тума пуçлаççĕ. Мĕн чухлĕ кирпĕч, пĕрене, чул кирлĕ пулнă. Чÿрече  рамисене  те Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тутарнă.  Чулхулари  Кузнецовсем тимĕр панă, Яковлев тимĕр витекенсене те хăйех тупнă. 1903 çулта икĕ шкулта та ĕçсем вĕçленнĕ.  Шкул тунă вăхăтра Иван Яковлевич яла 12-13 хут та килсе кайнă.

   Халĕ çав шкул çуртĕнче историпе асăну музейĕ. Кунта час – часах тĕрлĕ районти вĕренекенсем, хăнасем килсе çÿреççĕ. Музейри  тĕрлĕ экспонатсене курса тĕлĕнеççĕ. Ялта çакăн пек пуян музей пурри вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те çав тери аван.

    И.Я.Яковлев тăрăшнипе уçнă шкула районти вĕренÿ пайĕ  чăваш ачисене вĕрентес ĕçне пур енлĕ кăтартакан шкул тесе çирĕплетнĕ.

   Иван Яковлевич пек  хастар чĕреллĕ, чăваш  халăхĕшĕн çунакан çын пулман пулсан, эпир паянхи шая çĕкленеймен те пулăттăмăр. Тавах уншăн аслă вĕрентекенĕмĕре.

 

Тăван çырулăх ашшĕне –

Яковлева асра тытатпăр.

Чăвашлăхшăн чун ăшшине

Хĕлхем чĕртсе çутса хăварнă.

Сас паллипе çырулăха,

Пире ыр пил парса хăварнă.

Малашлăха, малаллăха,

Телейлĕ пурнăç халалланă.