Чăваш чĕлхи кунне халалласа

Ҫулленех, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне иртесси пурнăҫа кĕчĕ. Темле хайне евĕрлĕ асамлă тапхăрпа- ҫут ҫанталăк чĕрĕлĕвĕпе, ҫурхи ăшă кунсемпе пĕрле  тĕл килет ку уяв. Вăл чăвашсене ҫутта кăларакан И.Я.Яковлевăн ҫуралнă кунĕпе тĕл килет. Эпир те ҫак уява анлă ирттерме палăртрăмăр.10-мĕш класра вĕренекенсем «Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсене ҫутта кăлараканĕ» викторина ыйтăвĕсем ҫине хуравларĕҫ. 6 –мĕш классем ялти халăх музейне И.Яковлев пӳлĕмне ҫитсе курчĕҫ. 5-мĕш классем И. Яковлев ҫинчен туса хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕҫ. 7-8-мĕш класс ачисем Иван Яковлевич ҫырнă «Халал» йĕркисене тишкерчĕҫ. 17 ача Пĕтĕм чăваш диктантне ҫырма кăмăл турĕ. Уяв савăнăҫлă концертпа вĕҫленчĕ. Кĕҫĕн класс ачисем сăвăсем вуларĕҫ, юптарусем лартрĕҫ, юрăсем юрларĕҫ. Лазарева А.А., Кузьмина Г.И., Моисеева Г.И. ачасене ҫав тери аван хатĕрленине палăртса хăвармалла. Чăваш чĕлхине вĕрентекен Степанова Г.Ф. чăваш чĕлхи ҫинчен хăй ҫырна сăвăсене вуласа савăнтарчĕ.