«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» конкурса хутшăнса

Пĕрремĕш класра вĕренекен Медведев Михаил «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» конкурса хутшăнса, «Йывăç çинче эрешсем касса кăларас» номинацире, çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Паян çĕнтерӳçĕсене Шупашкарти Карл Маркс урамĕнче вырнаçнă «Паха тĕрĕн» музейĕнче чысларĕç. Кун пек музей тĕнчипе те пĕрре çеç иккен. Ку конкурс 10-мĕш çул иртет. Пурĕ çĕр вăтăр  ĕç тăратнă конкурса. Ачасен ĕçĕсене сумлă жюри членĕсем хак панă. Вĕсен хушшинче паллă художниксем, ăсчахсем,  аслă шкул преподавателĕсем. Ачасене дипломсем тата 1500 тенкĕлĕх «Паха тĕрĕн» сертификачĕсене, ертӳçисене Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Пурте  питĕ кăмăллă юлчĕç. Уяв самантне илемлетме Шупашкар районĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн «Тивлет» ушкăн хутшăннă.

 

Фоторепортаж >>>