Космонавтсен кунĕнче

Раççейре паян космонавтсен кунне уявлаççĕ. Çак тĕллевпе 1-мĕш класра уçă урок иртрĕ. Чи малтанах ачасем тĕнче уçлăхĕ, космонавтсем çинчен сăвăсем каларĕç; «Пĕрремĕш космонавт» презентаци пăхрĕç. Унтан Чăваш Букварĕ тăрăх «Виççĕмĕш космонавт» хайлавпа паллашрĕç. Пирĕн ентеш космонавт пулма пултарнишĕн хĕпĕртерĕç, мăнаçланчĕç. Космонавт пулас тесен чи малтан ăслă, çирĕп сывлăхлă пулмаллине ачасем лайăх ас туса юлчĕç.