Тăван чĕлхе эрни вĕҫленчĕ

 Тǎван чěлхе тǎван юрǎ-кěвěпе пěр шайра. Ашшě- амǎшě чěлхинчен писнě этем унǎн юрри-кěввинчен те сивěнет, тымарěнчен татǎлнǎ йывǎç-курǎк евěр типсе ларать.Тǎван чěлхене, юрри, кěввине хисеплекен, упракан çын тǎван халǎхран нихǎçан та уйрǎлмě.

Тǎван чěлхе - атте ǎс-пуçĕ

Тǎван чěлхе - анне сасси.

Тǎван чěлхесěр шалкǎм хуçě,

Тǎван чěлхе вǎл - пуласси.

 

Енĕш –Нăрваш шкулĕнче нарăс уйăхĕн 14-21 – мĕш кунĕсенче тăван чĕлхе эрни иртрĕ. Планпа палăртнă тăрăх кашни класрах викторина, тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем пулса иртрĕҫ.  Эрне «Янра ялан, чӑваш чӗлхи» литмонтажпа уҫалче. 5-мĕш класра «Шÿтлĕ ыйтусем» викторина иртрĕ. 9-мĕш классем «Тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи» ятпа хаҫат кăларчĕҫ.  10-мĕш классем «Çеçпĕле кам лайăхрах пĕлет?» викторина ыйтăвĕсем ҫине хуравларĕҫ. 5-6 –мĕш классем хушшинче «Чи хастарри, чи тавсарулли» урок –КВН иртрĕ. 7-8 – мĕш классем хушшинче «Эп-чăваш ачи» вăйа-конкурс иртрĕ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче Тăван чĕлхе куне уявларăмăр. Уява 1-10 – мĕш класс ачисем хутшăнчĕҫ. Уяв «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуланипе уҫăлчĕ. Унтан 7-мĕш классем Стихван Шавли ҫырна «Вĕҫкен Ваҫҫа» юптарăва выляса кăтартрĕҫ. 1-4 –мĕш  класс ачисем ташласа, юрласа, сăвăсем каласа савăнтарчĕҫ. 5-6- мĕш классем инсценировкăсем кăтартрĕҫ. Эрне ҫӳллĕ шайра иртрĕ.