Тăван чĕлхе кунне уявларăмар

Паян, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Ҫак уява эпир те анлăн уявларăмăр. Уяв тĕллевĕ: ĕмĕрсем хушшинче аталанса пынă чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе паллаштарасси, тăван чĕлхене хисеплесси, упраса хăварас туйăма ҫĕклесси. Уява 1-10 – мĕш класс ачисем хутшăнчĕҫ. Уяв «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуланипе уҫăлчĕ. Унтан 7-мĕш классем Стихван Шавли ҫырна «Вĕҫкен Ваҫҫа» юптарăва выляса кăтартрĕҫ. 1-4 –мĕш  класс ачисем ташласа, юрласа, сăвăсем каласа савăнтарчĕҫ. 5-6- мĕш классем инсценировкăсем кăтартрĕҫ. Уяв ҫӳллĕ шайра иртрĕ.