«Пул ăслă, тавҫăруллă!» вăйă урок

Нарăсăн 19-мĕшĕнче 7-8  классем хушшинче «Пул ăслă, тавҫăруллă!» вăйă урок иртрĕ. Урок тĕллевĕсем: туслăха ăс-хакăл вăййипе çирĕплетесси; ушкăнпа ĕçлес туйăма çуратасси; ачасен шухăшлавне тата пуплевне аталантарасси. Ачасем икĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕҫ. Вăйăра тĕрлĕ ыйтусем   пулчĕҫ: шутлĕ ыйтусем, тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахĕсем. 8-мĕш класс ачисем маттуртарах пулчĕҫ.