Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур

Тăван чĕлхе эрни пуҫланчĕ

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

                                           Ухсай Яккӑвӗ

 

Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен 21-мĕшĕччен шкулсенче тăван чĕлхе эрни пырать.  Ҫак ятпа паян эрнене «Янра ялан, чӑваш чӗлхи» литмонтажпа уҫрăмăр. 10 – мĕш класра «Ҫеспĕле кам лайăхрах пĕлет?» викторина иртрĕ.