«Эпир – Яковлев мăнукĕсем!»

Чăваш çырулăхне пуçараканĕ тата çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич  Яковлев çуралнăранпа ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче 170 çул çитрĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕре халаласа   республикăра тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарта, 1- мĕш вăтам шкулта,  «Эпир – Яковлев мăнукĕсем» фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç.  Çак конкурса 400 ытла ача хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн шкул вĕренекенĕсем те пур. 2- мĕш класра вĕренекен Сергеева Милена «Чĕрĕ сăмах» номинацире 1- мĕш вырăн йышăнчĕ.  Сцена çинче вăл Яковлев юмахне вуласа пачĕ. 6 – мĕш класри Владимирова Юлия  чăвашсене çутта кăларакана халаласа сăвă çырса 2 – мĕш вырăна  тухрĕ. Çак фестивальте мала тухнă ачасене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунас килет.